Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аваллӑх чанӗ (Аттилпа Кримкилте)

1

"Аттилпа Кримкилте" ятлӑ авалхи чӑвашсен эпосӗн виҫӗ тӗрлӗ варианчӗ упранса юлнӑ. Чи малтанхи вариантне 1913 ҫулта хальхи Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районне кӗрекен Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса уснӗ, унтах учитель пулса ӗҫлекен Ф.И.Иванов учитель Юхма-Упи ялӗнче ҫырса илнӗ.
Юхма-Упи ялне Пӑла тӑрӑхенчи чӑвашсем тата урӑхла Кив Упи тенӗ. "Аттилпа Кримкилте" эпос ҫинчен кирлӗ пек ӑнланас тесен, ҫак ял историне те кӗскен те пулин калас пулатъ.
Юхма-Упи ялне никӗслесе пуҫласа яраканӗ Арансайпик пулнӑ. Арансайпик XVII ӗмӗр варринче пурӑннӑ чаплӑ чӑваш ҫынни. Вӑл пик (кнеҫ) Атӑлҫи Пӑлхӑрстан столици пулнӑ Пӳлер хули патӗнчен XIV ӗмӗрте Ҫавалпа Ункӑ шывӗсен хӗррине куҫса килнӗ Упи-паттӑр йӑхӗнчен.
Упи-паттӑр вӑл юлашки пӑлхар-чӑваш патши пулнӑ Ылттӑнпикӑн чи ҫывӑх ҫыннисенчен пӗри. Ылттӑнпик патша паттӑрӑн пуҫне хунӑ хыҫҫӑн, тутар-монголсене хирӗҫ кӗрешме йывӑр пулса ҫитсессен, Упи-паттӑр хӑйен пӗтӗм ямахачӗпе ҫӗнӗ ҫӗре куҫса килет те Аслӑ Ҫавалпа Ункӑ шывӗсен тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа ярать, Каярахпа ҫӗнӗ ҫӗрте Упи йӑхӗ ӗрчесе хунаса каять, ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ ялсем никӗслет. Вӗсен шутне Янмурсин (Янмӑрса) тата Тусай ялӗсем те кӗреҫҫӗ. Ахӑртнех, ку ялсене пуҫласа яракансем Упи йӑхӗнчен тухнӑ Янмурҫинпа (Янмӑрса) Тусай пулнӑ пулас.
Каярахпа, чылай ҫул иртсессӗн, Янмӑрсапа Тусай ялӗсене тӑвӑр пулса ҫитет. Вӗсем ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ ҫӗрсем шырама тытӑнаҫҫӗ. 1621-22 ҫулсенче вара вӗсене Аслӑ Пӑла тӑрӑхӗнче, Юхмапа Упӑрша шывӗсен хӗрринче 1200 теҫеттин акса тырпул тумалли ҫӗр тата 400 теҫеттин улӑх касса параҫҫӗ.
Анчах Янмӑрсапа Тусай ҫыннисем кунта яланлӑхах килсе пурӑнаймаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, Пӑла тӑрӑхӗнчен «Пушӑ уй» (Дикое поле) пуҫланать. Унта тӗрлӗрен куҫса ҫӳрекен йӑхсем иртӗхеҫҫе, ҫаратаҫҫӗ.
1650-51 ҫулсенче вара патша хесметӗнче хастар пулнӑшӑн Ҫӗрпӳ хули шутӗнче тӑракан Арансайпике кунта Юхмапа Упӑрша шывӗсен хӗррине, ҫӗр параҫҫӗ: 300 теҫеттин тырпул туса илмелли уй-хир, 300 теҫеттин улӑх-ҫаран. Ҫакӑн хыҫҫӑнах Арансайпик ҫакӑнта куҫса кайса ял пуҫлама ирӗк илет. Унпа пӗрле Упи вулӑсӗнчи 30 чӑваш (служилые чуваши) пыраҫҫӗ. Вӗсем пурте Упи йӑхӗнчен, вӗсем пурте Мускав патши патӗнче хӗсметре тӑнӑ.
Ҫак чӑвашсем вара хӑйсене уйӑрса панӑ ҫӗнӗ ҫӗр ҫине пӗтӗм кил-йышӗпе, кӑралӗпе куҫса каяҫҫӗ. Вӗсем Пӑла урлӑ каҫаҫҫӗ те Юхма шывӗн сулахай хӗррине чарӑнса ял пуҫласа яраҫҫӗ. Ӑна хӑйсен авалхи йӑхпуҫне тата ҫуралса ӳсне тавралӑхри ялне асӑнса, Упи е Юхма-Упи, каярахпа Кив Упи теме тытӑнаҫҫӗ.
Арансайпикпе унӑн юнташӗсем вара, турхан е казак пулса, вырӑс патшалӑхӗн ҫак тӑрӑхри чиккине сыхлама тытӑнаҫҫӗ.
Часах Юхма-Упи ӳссе-аталанса каять. Вырӑс патшалӑхӗ те вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пырать. Унӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчи чикки те аяккарах та аяккарах кайса пырать. Часах унта чикӗсене сыхлама "служилӑй чӑвашсем" кирлӗ пулаҫҫӗ. Арансайпикӗн темиҫе ывӑл пулнӑ, вӗсенчен пӗри — Мачар, тепри — Палтай, виҫҫӗмӗшӗ Илмет. Чи аслине вара Арсланпик тесе чӗнеҫҫӗ. Вӗсем те пиксем, ун чухнехи пек каласан, турхансем пулаҫҫӗ. Вырӑс патши Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн чапне усракан пиксемпе мӑрсасен ямахачӗсенчен хӑранӑ. Ҫавӑнпа вӗсен сумятне (сословине) пӗтерсе, вӗсене ҫарта хесметре тӑракансен шайне "служилые чуваши" антарса лартнӑ. Ҫавӑнпа Арансайпик хӑй те, унӑн ачисем те ун чухне пик мар, турхансем шутланнӑ.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн иртнӗ. Арансайпик ватӑлса пынӑ. Ун вырӑнне яла аслӑ ывӑлӗ Арсланпик тытса тӑма тытӑнна. Вӑл вӑхӑтри йӑла-йӗрке тата патша саккунӗ тӑрӑх Арансайпикӑн ытти ывӑлӗсем те хӗсмете тухса каймалла пулнӑ. Самана улшӑннӑ май вырӑс патшалӑхӗн чикки те кӑнтӑралла тата кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле куҫса пынӑ. Пӑла юханшывӗ ӗнтӗ Раҫҫей варрине, шала тӑрса юлнӑ. Хӗсметре тӑракан турхансем Хырла юханшывӗ тӑрӑхне куҫа-куҫа ларма тытӑннӑ. Унта чи малтан Палтай хӑйӗн кил-йышӗпе, юнташӗсемпе куҫса каять. Вӑл Юхма-Упирен шӑп та лӑп кӑнтӑралла кайса, Хырла урлӑ каҫнӑ та юханшывӑн сылтӑм ҫыранне тӑнӑ, ҫак вырӑнта вара часах ҫӗнӗ ял пуҫланса кайнӑ, ӑна Арансайпик ывӑлӗн ячӗпе Палтай-Упи е Палтиел теме тытӑннӑ.
Палтайӑн шӑллӗ Илмет вара хӑйӗн ҫемйипе тата юлташӗсемпе Хырла шывӗн сылтӑм ҫыранӗпе пиччӗшӗнчен тухӑҫарах ял туса лартнӑ. Ӑна Илмет-Упи, каярахпа Чаткас теме тытӑннӑ.
Палтайпа Илметӑн кӗҫӗн шӑллӗ — Мачар. Вӑл вара тата тухӑҫалла кайнӑ, анчах Хырла шывӗн леш енне каҫман, ку еннех ял туса лартнӑ. Ун ялне Мачар-Упи теме тытӑннӑ.
Мачар-Упи хальхи Патӑрьел, Чаткаспа Палтиел — Шӑмӑршӑ районне кӗреҫҫӗ.
Мачар-Упи питӗ ӑратлӑ ял пулнӑ. Мачар йӑхӗсем каярахпа тата кӑнтӑрарах Чӑнлӑ юханшывӗ хӗррине куҫса кайнӑ, унти пилӗк Упие пуҫласа янӑ. Вӗсем — Кив Упи, Пасарлӑ Упи, Турхан Упи, Мишер Упи, Ҫӗн Упи.
Арансайпик хӑй пуҫласа янӑ Юхма-Упи ялта унӑн тӳрӗрен-тӳрӗ тӑхӑмӗсем староста пулса пыраҫҫӗ. Арансайпикӗн кунта юлнӑ ачи — Арсланпик. Арсланпикӑн ачи — Пикпарс, ун ачи — Пиксар, Пиксар ачи — Пикмӑрса, ун ачи — Янмӑрса. Янмӑрса ачи — Ярук. Ярук ачи — Сартиван-Хӗветӗр.
Ярук тӗне кӗмен. Сартиван вара тӗне кӗнӗ те Хӗветер пулса тӑнӑ.
Сартиван-Хӗветӗр хыҫҫӑн Юхма-Упи старости пулса унӑн ывӑлӗ Ваҫанкка пурӑннӑ. Унӑн хушаматне малтан Яруков, кайран темшӗн Лисицын ҫырма тытӑннӑ. Вӑл 1869 ҫулта ҫуралнӑ, пурӗ 73 ҫул пурӑннӑ.
Ҫак Ваҫанккаран 1913 ҫулта чи малтан ҫырса илнӗ те ӗнтӗ Ф.И. Иванов учитель "Аттилпа Кримкилте" ятлӑ авалхи эпосӗн пӗр вариантне.

2

Федор Иванович Иванов — хӑй вӑхӑчӗшӗн питӗ мал ӗмӗтлӗ, пуласлӑхшӑн тӑрӑшакан ҫын пулнӑ. Вӑл Хусанта учителе вӗренсе тухнӑ, малтанласа Илем шывӗ тӑрӑхӗнче (хальхи Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗ) ачасене вӗрентсе пурӑннӑ. Кайран вара, унтах ӗҫлесе пурӑннӑ Екатерина Пименовна учительницӑна качча илнӗ хыҫҫӑн, тӑван ялне Сӑкӑта таврӑннӑ. Вӑл халӑх сӑмахлӑхне юратса пуҫтарнӑ, хӑй те тӗпчевсем, тӗрлӗрен хайлавсем чӑвашла та, вырӑсла та ҫырнӑ. Анчах ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман ҫав унӑн. Вӑтӑрмӗш ҫулхи репрессисем чи малтан ҫавӑн пек ӑслӑ ҫынсене пырса тивнӗ. Ф.И. Иванов та ҫавӑн чухне репрессине лекнӗ, "Халӑхсен ашшӗн" Сталинӑн тискер лагерӗсенчен пӗринче вара ҫӗре кӗнӗ.
Ф.И. Ивановӑн упранса юлнӑ пӗр тӗпчевӗнче ҫапла калани пур: "Мы — остатки древних гуннов, а потом нас прозвали булгарами, а сейчас мы зовемся чувашами..." Кун пирки эпӗ хамӑн Мускавра 1990 ҫулта "О времени и о себе" ярӑмпа пичетленсе тухнӑ "Узоры на сурбанах" кӗнекере те ҫыратӑп.
Ф.И. Иванов ячӗ пирӗншӗн сӑваплӑ пулмалла. Вӑл пирӗн генилле поэтӑмӑрӑн Эминен "Ман аллӑмра икӗ шурӑ тутӑр..." юррине ҫырса илсе килес ламсем валли хӑварнӑ. Тӗлӗнтермӗш!.. Ӑна та ҫак маттур учитель ҫак Юхма-Упи ялӗнчех, Ваҫанккаранах, 1913 ҫултах ҫырса илнӗ.
Ф.И. Иванов ҫырса илнӗ хӑшпӗр хайлавсем пирӗн Гуманитари институчӗн наука фондӗнче те упранаҫҫӗ.

3

Ф.И. Иванов Ваҫанккаран ҫырса илнӗ "Аттилпа Кримкилте" эпосӗн пӗтӗм варианчӗ упранса юлман.
Федор Ивановича 1936 ҫулта, эпӗ ҫураличчен темиҫе эрне маларах тытса кайнӑ. Вӗсен ҫурчӗ пирӗн урамра, пире хирӗҫле такӑрлӑк хӗрринче пулнӑ. Эпир шкула кайсассӑн ҫав ҫурта сутса таҫта тиесе кайрӗҫ. Эпир, ачасем, час-часах вара ҫав ҫурт вырӑнӗнче чакаланаттӑмӑр. Пӗррехинче урай вырӑнӗнче "ылттӑн тупра" тупрӑмӑр, унта тем тӗрлӗ кӗнекесем тата ҫырнӑ хутсемччӗ. Вӗсене Федор Иванович хӑйне тытса кайма пултарасса пӗлсе тӗпсакайне ҫӗр чавса пытарнӑ пулнӑ. Анчах пӗтӗмпех ҫӗрсе кайнӑччӗ вӗсем. Унта кӗнекесем кӑшт упраннӑччӗ, анчах хутсем ҫине мӗн ҫырнине вулама пит йывӑрчӗ. "Аттилпа Кримкилте" ҫинчен калакан хайлав шкулта ҫырса пыракан икӗ тетрадь ҫинче пулнӑ пек астӑватӑп, анчах вӗсен страницисем йӑлтах ҫӗрсе кайнӑ, малтанхи икӗ листине кӑна вулама пулатчӗ. Унта Аттил камне тата ӑна мухтаса ҫырни пурччӗ. Эпир ҫав йӗркесене ун чухне пӑхмасӑр калама вӗреннӗччӗ. Анчах ун чухне ҫак хайлавӑн пӗтӗмӗшле пӗлтерӗшне кирлӗ пек ӑнланайман эпир. Шкулти учительсем ку темӑпа, темӗнле йӑлӑнса ыйтсан та, нимӗн те каламастчӗҫ.

4

1947 ҫул.
Тискер вӑрҫӑ пӗтнӗренпе икӗ ҫул иртнӗ, анчах пурнӑҫ лайӑхланасси тем тусассӑн та курӑнмастчӗ те. Пачах урӑхла, япӑхран япӑх пулса пыратчӗ. Эпир выҫӑран выҫӑ пулса пынӑ, вилес патнех ҫитнӗ. Мана вара анне хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне, выҫса вилессинчен ҫӑлса хӑварас тесе, Сӑкӑтран 12 ҫухрӑмра, Пӑла шывӗ хӗрринче ларакан Тикеш ялне куккасем патне илсе кайса ячӗ...
Ҫӗр хӗсӗккипе, Шӑнкӑртам мишерӗсем хӗснипе аптраса ҫитнӗ Юхма-Упи колхозсем пуҫланнӑ тапхӑрта ним юлмиех пӗтнӗ. Ялти ҫынсен пӗр пайӗ Хырла шывӗн сылтӑм енне Янтукан ялӗпе Чаткас хушшине пырса ларнӑ, ӑна "Максим Горький" колхозӗ тенӗ. Тепӗр пайӗ Пӑла шывӗ урлӑ каҫса, унта "Красный пахарь" ятлӑ пысӑк мар колхоз тунӑ. Виҫҫӗмӗш пайӗ, вӑл шутра ял старости пулнӑ Ваҫанкка та, Юхма-Упирен 4 ҫухрӑмри Тикеш ялӗн мал енне пырса ларнӑ.
Ваҫанкка — ман кукаҫей, аннен ашшӗ. Эпӗ унта хӑнана пынӑ чухне вӑл пулман ӗнтӗ, вӑл 1942 ҫулта вилнӗ. Тикешре — ман куккасем, темиҫе ҫемье те, пурте Лисицынсем. Эпӗ анне шӑллӗ Элекҫей кукка патӗнче пурӑнаттӑм. Элекҫей куккасене хирӗҫле кукаҫей шӑллӗ Питрав Лисицын пурӑнатчӗ. Питрав кукка кукаҫейпе пите туслӑ пулнӑ, мана ялан ун ҫинчен каласа паратчӗ. Вӑл чӑвашлӑха юратакан, халап-юмаха ӑста ҫынччӗ. Тем тӗрлӗ мыскара та, тем тӗрлӗ халап-юмах та пӗлетчӗ. Унран ҫырса илнӗ хӑшпӗр хайлавсем Шупашкарта, Тӗпчев институтӗнче халӗ те упранаҫҫӗ. Пӗррехинче вӑл мана авалхи чӑваш патши Аттил ҫинчен юрласа-юрласа юмах каласа пачӗ. Анчах эпӗ ун чухне, 11 ҫулхи ача, ҫав юмахӑн пӗлтерӗшне кирлӗ пек ӑнланма, ҫырса илме те пӗлмен.

5

1956 ҫулта, пединститутра вӗреннӗ чухне, ҫуллахи каникулта эпӗ Ӑста-Наҫтук асаннерен "Ылттӑнпик" тата "Ҫичӗ пике-элтти" авалхи эпоссене ҫырса илтӗм. Ҫавӑн чухне вара Питрав кукка авалхи чӑваш патши Аттил ҫинчен юрла-юрла юмах каласа панине аса илтӗм те асаннерен ыйтрӑм:
— Ҫавна та каласа пар-ха, асанне!..
— Ҫук ҫав, ачам, — терӗ асанне. — Аттил ҫинчен калакан кӑссая кирлӗ таранччен пӗлместӗп. Ӑна Упи йӑхӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Эпӗ вара — Шӑмӑрш йӑхӗнчен. Кашни йӑхӑн хӑйӗн кӑссайӗсем. Эсӗ тӗрӗс тӑватӑн — кашни йӑхӑн кӑссайӗсене пӗлес тесе. Асту, эсӗ аннӳ енчен хӑв та Упи. Ҫавӑнпа Упи кӑссайӗсене пӗлсе ҫырса илес тени питӗ лайӑх япала. Питрав кукку ырӑ-сывах, ун патне кай.
Эпӗ вара ҫавӑн чухне Тикеше, Питрав кукка патне тухса кайрам.
Питрав кукка эпӗ пынишӗн питӗ савӑнчӗ, савӑнсах мана юрла-юрла Аттил патшапа унӑн савнӑ хӗрӗ Кримкилте ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

6

1962 ҫулта эпӗ А.Г.Николаев летчик-космонавт ҫинчен "Ҫӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ" ятлӑ уйрӑм калавсенчен тӑракан повесть ҫыртӑм. 1966 ҫулта Мускаври "Детская литература" издательство мана Чӑваш Республики ҫинчен "Книга о Чувашии" кӗнеке ҫырма килӗшӳ туса пачӗ. Ҫав кӗнекене эпӗ А.Г. Николаев ҫинчен те сыпӑк кӗртес, ӑна "Чистые ключи" тесе ят парас терӗм. Ӑна ҫырнӑ чухне манӑн Сӗнтӗрвӑррине, А.Г. Николаев вӗреннӗ вӑрман техникумне каймалла пулса тухрӗ. Ҫавӑнта эпӗ Урсай Хӗлипӗ ятлӑ ватӑ чӑвашпа паллашрӑм. Унӑн хут ҫинчи хушамат — Филипп Ильдарович Степанов. Филипп Ильдарович Сӗнтӗрвӑрринче хай ҫурчӗпе, пысӑк мар йывӑҫ ҫуртра пурӑнатчӗ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех пристаньре хуралҫӑ тата матрос пулса ӗҫленӗ... Ҫавӑн чухне, ҫӗрле, Филипп Ильдарович мана хӑй тахҫан-тахҫан Хурапха ялӗнче Матӳхха ятлӑ юмах ӑстинчен илтнӗ хайлава каласа пачӗ. Хайлав ячӗ — «Аттилпа Кримкилте». Анчах вӑл сӑвӑлла кӑссай марччӗ, прозӑпа каласа панӑ хайлавччӗ. Эпӗ ун чухнех ҫав хайлав пур енчен те 1956 ҫулта Питрав куккаран ҫырса илнӗ кӑссайӑн хӑйне евӗрлӗ варианчӗ иккенне ӑнланса илтӗм. Урсай Хӗлипӗн хайлавӗнче Хӗркке ҫинчен те нумай каланӑ, ӑна "халӑхшӑн тӑрӑшакан амӑшӗ" тенӗ. Хӗркке хӑй упӑшкине Аттила усал ӗҫсем тума чарас тесе те тӑрӑшать, ывӑлӗсене те пӗр-пӗрне юратма, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗрентет.

7

Эпир хамӑрӑн ҫак умсӑмахра Аттилпа Кримкилте ҫинчен калакан авалхи эпосӑн ҫырса илнӗ виҫӗ варианчӗ пирки каларӑмӑр. Ахӑртнех, ҫак авалхи хайлавӑн варианчӗсем татах та пулнӑ пулӗ, анчах вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче никам та ҫырса илеймен. Ҫак шухӑша ҫирӗплетекен чӑнлавсем нумай.
1959-1960 ҫулсенче эпӗ Чӑваш АССР Краеведени музейӗнче наука сотрудникӗ пулса ӗҫлерӗм. Ун чухне пӳлӗмре мана хирӗҫ тепӗр наука сотруднике П.П.Юркин ларатчӗ. Петр Павлович — пысӑк нушаллӑ ҫын, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта ӑна националист тесе айӑпланӑ, вӑл тӗрмере ларнӑ, кайран ссылкӑра пулнӑ. Вӑл час-часах хӑй тӗрмере Нестер Янкаспа ларнине каласа паратчӗ. Паллӑ чӑваш поэчӗ хӑй инкекӗшӗн Леонид Агаковпа Аркадий Эсхеле тата Хветӗр Уяра епле ылханнине каланӑ чухне вара унӑн сасси чӗтретчӗ, хӑй хӑраса ялан йӗри-тавралла пӑхатчӗ. Пӗррехинче вара вӑтӑрмӗш ҫулсенче "Общество изучения родного края" текен ушкӑнри ӗҫсем ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Ҫак обществӑра ӗҫлекенсем чӑваш халӑх историне тӗпченӗ, пӑлхар-чӑвашсем аталанса кайнӑ ҫулсене "Ылттӑн Пӑлхарстан тапхӑре" тенӗ. Кайран вара вӗсене пурне те ҫавӑншӑн айӑпласа, националистсем тесе, ним юлми пӗтернӗ. "Ҫак ушкӑнра ӗҫлекенсем Аттил патша ҫинчен эпос пур тенине эпӗ питӗ лайӑх астӑватӑп, — каласа панӑччӗ Петр Павлович. — Вӗсем ҫав эпоса уйрӑм кӗнекен кӑлармалли пирки те калаҫатчӗҫ. Анчах кӑларса ӗлкӗреймерӗҫ. Ҫав ушкӑна пӗтӗмпех националистсем, халӑх тӑшманӗсем тесе айӑпларӗҫ те ним юлми пӗтерчӗҫ. Обществӑн хучӗсем ӑҫта кайса кӗнине никам та пӗлмест. Тен, вӗсем КГБ архивӗнче упранаҫҫӗ те пулӗ..."
Краеведени музейӗ ун чухне чиркӳ пулнӑ ҫуртраччӗ. Эпир наука сотрудникӗсем, пачӑшкӑ пурӑннӑ пӗр хутлӑ ҫуртра лараттӑмӑр. Картишӗнче темӗнле сарайсем пурччӗ. Пӗррехинче музей директорӗнчен С.Хаймуллинран ҫав сарайсенче мӗн пур тесе ыйтрӑм.
"Кирлӗ мар хутсемпе кивӗ кӗнекесем", — терӗ вал.
"Кӗрсе пӑхма юрать-и?"
"Ӳркенместӗн пулсан кӗрсе пӑх", — терӗ те директор мана сарай уҫҫисене пачӗ.
Сарайне кӗрсессӗн эпӗ вара тӗлӗнсех кайрам. Унта тем тӗрлӗ авалхи кӗнекесем те, тем тӗрлӗ хутсем те пурччӗ. Анчах шыв аннипе пурте ним юлми ҫӗрсе пӗтнӗччӗ. Эпир Петр Павловичпа мӗскер те пулин кирлӗ япала тупаймӑпӑр-ши тесе нумай аппалантӑмӑр. Астӑватӑп-ха, хӑшпӗр кӗнекесем ҫинче "Общество изучения родного края" ушкӑнӑн пичечӗ те пурччӗ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче кӑларнӑ малтанхи кӗнекесем, букварьсем пурччӗ вӗсен хушшинче. Хытӑ хуплашкаллисем кӑшт упранкаланӑччӗ. Анчах ҫӳхе хуплашкаллӑ кӗнекесемпе алҫырусем ним юлми ҫӗрсе пӗтнӗччӗ.
"Аттил ҫинчен калакан эпосӑн варианчӗсем те ҫакӑнта пулма пултараҫҫӗ вӗт-ха! — кулянса калаҫнӑччӗ Петр Павлович ҫавӑн чухне. — Тен, упранса юлманни лайӑх та пуль. Вӗсене алла тытас тӑк эпир санпа иксӗмӗр каллех националистсем пулса тӑратпӑр..."
Чӑваш халӑх историйӗ пирки калаҫма питӗ хӑрушӑччӗ ҫав ун чухнехи саманара...
1972 ҫулта эпӗ Мускавра пурӑнакан чӑваш ҫыннипе Г.М. Ломоносовпа паллашрӑм. Георгий Михайлович Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснӗ, унӑн арӑмӗ Христина Георгиевна — пирӗн ялсемччӗ. Георгий Михайлович — паллӑ юрист, Раҫҫей Аслӑ Судӗнче те ӗҫленӗ, вӑтӑрмӗш ҫулсенче журналистикӑпа та, литература ӗҫӗпе те кӑсӑкланнӑ. Хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче вӑл вӑтӑрмӗш ҫулсенче хӑшпӗр чӑваш фольклорисчӗсем Аттил патша ҫинчен калакан халӑх хайлавӗсене пуҫтарма тытӑнни ҫинчен ҫырнӑччӗ.
1993 ҫулта "Ылттӑнпик", "Ҫичӗ пике-элтти" эпоссене пичетлесе кӑларсан, педагогика наукисен кандидачӗ, ӑста критик тата литературовед П.П. Матвеев "Вучах" хаҫат валли "Аттилпа Марка-улӑп" ятлӑ статья ҫырса панӑччӗ. Унта та пирӗн халӑхӑн ӗлӗк-авал Аттил патша ҫинчен калакан эпикӑлла поэма пулнине каланӑ.
Роза Шевлепи писатель те хӑйӗн асаилӗвӗнче ача чухне ялти ватӑсенчен Аттил патша ҫинчен каланине илтнине питӗ ӗненмелле ҫырать. Ҫак чӑнлавсене пурне те эпир кӗнекен юлашки страницинче пичетлетпӗр.

8

"Аттилпа Кримкилте" кӑссай — пирӗн халӑхӑн сӑмах вӗҫҫӗн упраннӑ чи авалхи асамлӑ хайлавӗ.
Кам-ха вӑл ҫак авалхи эпосӑн тӗп геройӗ Аттил?
Аттил — авалхи хунсен чаплӑран та чаплӑ патши. Ун чухне авалхи чӑваш йӑхӗсем ҫак хунсен ушкӑнне кӗнӗ, вӗсен пӗр чӗлхе пулнӑ, ҫав чӗлхен тӳрӗрен те тӳрӗ тӑсӑмӗ — хальхи чӑваш чӗлхи.
"Ан тӗлӗнтерӗр-ха! — тейӗҫ хӑшпӗрисем. — Хунсемпе чӑвашсен хушшинче мӗнле ҫыхӑну пултӑр?"
Малтанах каларӑмӑр ӗнтӗ, чӑвашсемпе хунсем хушшинче — тӳрӗрен тӳрӗ ҫыхӑну. Ҫакна ҫирӗплетекен тӗслӗхсем темӗн чухлӗ ҫырса кайма пулать. Ҫакна чи сумлӑ тӗпчевҫӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — М.И.Артамонов. Вӑл хӑйӗн 1939 ҫулта Ленинградра пичетлесе кӑларнӑ "Очерки древнейшей истории хазар" кӗнекинче ҫапла ҫырать: "Общее имя болгар, рано становящееся известным западным писателем, входит в употребление в византийской литературе довольно поздно. Долгое время здесь болгары называются гуннами, или — по именам двух главнейших племенных объединений — утургурами и кутургурами..."
Пӑлхарсем вара, паллӑ ӗнтӗ, тӳрӗрен те тӳрӗ хальхи чӑвашсен ашшӗсем. Ҫавӑнпа пӑлхар-чӑвашсем е хун-чӑвашсем тени вӑл пӗр халӑхах пӗлтерет.
Халӗ Аттил тапхӑрӗ пирки пӗр-ик сӑмах.
Ку вӑл пирӗн эрӑри 430-мӗш ҫулсенелле пулнӑ. Ун чухне Ҫурҫӗр Кавказ тата Азов таврашне килсе тухнӑ хунсем тепӗр хут ҫӗкленсе кайса пӗр патшалӑха пӗрлешме тытӑннӑ. Хунсен тӗрлӗ йӑхӗсене пӗрлештерес ӗҫе Паламар ямахатӗнчен тухнӑ пӑртӑван Пӑлатпа Аттил ертсе пынӑ.
Аттил ятне тӗрлӗ тӗпчевҫӗсем тӗрлӗрен ҫырса палӑртаҫҫӗ: Аттилла та, Аттила та, Атиах та... Пирӗн шутпа, чӑн-чӑн хунла, чӑн-чӑн чӑвашла ун яче Аттил пулмалла. Ку шухӑшпа Тинехпи Петӗр Михалкки те килӗшет. Вӑл хӑйӗн "Чӑваш историйӗ" ҫинчен кӗнекинче хунсен аслӑ та чаплӑ патшине пирӗн пекех Аттил тет. Хальхи чӑвашсем те ку ята ҫаплах ҫыраҫҫӗ — Аттил.
Чӑваш тӗпчевҫи Руф Ишутов та хӑйӗн М.И. Артамонов ҫырнӑ "История хазар" кӗнеке пичетленсе тухнӑранпа вӑтӑр ҫул ҫитнӗ май ҫырнӑ "Чӑваш несӗлӗсем ҫинчен" ятлӑ статйинче хунсен патшине Аттил тесе ҫырать. Ку статья "Хыпар" хаҫатра 1993 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ.
Ҫапла малтанлӑха хунсен пӗрлешсе пыракан йӑхӗсене Пӑлатпа Аттил пӗрле ертсе пынӑ.
Тепӗр икӗ ҫултан Палат вилет. Хӑшпӗрисем ӑна Аттил хушнипе вӗлернӗ тесе те калаҫҫӗ. Анчах ку шухӑша тӗплӗн, ӗненмелле ҫирӗплетме пултаракан пӗр чӑнлав та ҫук. 433 ҫулта вара Аттил пӗтӗм хунсен патши пулса тӑрать. "Вӑл темиҫе чӗлхеллӗ халӑхсене (хунсене, остохотсене, хӗрулсене, хепитсене, рукисене, алансене тата ураххисене те пӗрлештерсе пӗр патшалӑх (импери) тунӑ, — тесе ҫырать ку тапхӑр ҫинчен Кури Вантер. Пирӗн паллӑ историк авалхи хунсен патшин ятне Атӑл тесе ҫырать. — Атӑл ҫумӗнче ҫар пуҫлӑхӗсем пит капӑр тумтирсемпе, хаклӑ лаша таврашӗсемпе ҫӳренӗ. Анчах Атӑл хӑй капӑрлӑха, тутлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗне юратман: вӑл ахаль ҫынсем ҫиекен апата ҫинӗ, чашӑк-тирӗкӗ те унӑн йывӑҫранах пулнӑ."
Аттил ертсе пынипе хунсем 442 ҫулта Дунай урлӑ каҫаҫҫӗ те Биминики ҫӗршывне, унтан Иллирипе Траккинчи патшалӑхсене ҫапса салатаҫҫӗ. Римлянсем хунсене хирӗҫ тухаҫҫӗ. Анчах хунсем вӗсене те ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ. Вара 448 ҫулта Аттил патне килӗшӳ тума Римсен элчисем килеҫҫӗ. Ҫак элчӗсем хушшинче Приск Панийски ритор тата софист пулнӑ. Вӑл каярахпа "Готсен историйӗ" ятлӑ кӗнеке ҫырнӑ, унта вара хӑй епле хунсем патӗнче пулнине, унта мӗн курни-илтнине йӑлтах палӑртнӑ. Ун тӑрӑх эпир Аттил мӗнлерех ҫын пулнине те, хунсем епле пурӑннине те питӗ лайӑх пӗлетпӗр. "Они носят короткие суконные полукафтанья из некрашенной шерсти, которую прядут и ткут их жены, белые широкие шаровары и кожаную обувь, привязанную за подьем ноги ремнями, — ҫырса катартать Ю.И.Венелин авалхи хунсен пурнӑҫне "Готсен историйӗ" кӗнеке тӑрӑх. — В особенности же обращают они внимание своим искреним, ласковым обхождением и любовью к ближнему... Одежда их (женщин) весьма опрятна и ловко сделана, она состоит из исподницы и кофты темно-синего цвета, обшитых светлою каймою, и из белой рубахи, спущенной ниже юбки и убранной складками около шеи и рук с уборкою, похожею на кружева... девушки ходят с открытой головою, убирая себе волосы различными монетами. Все они носят серьги, запястья и кольца даже с трех-четырехлетнего возраста. Ноги у них босые. Очень трудолюбивые и никогда не покидают своего веретена."
В.Ф. Каховский историк ҫак тӗслӗхе илсе кӑтартса, хунсен тумӗ чӑвашсенни пекех пулнине палӑртать.
Чӑваш вулаканӗсемшӗн 447 ҫулта Аттил ертсе пыракан хунсен ҫарӗ Балкан ҫурутравӗ ҫинелле тапӑнса кӗнине ҫырса кӑтартни питӗ кӑсӑк пулмалла. Акӑ, С.П.Шестаков профессор хӑйӗн Хусан университетӗнче вуланӑ "Лекции по истории Византии" лекцийесенчен тунӑ кӗнекинче ҫапла ҫырать: "Арнегискл, вождь римлян, выступивший против врага, потерпел поражение и был убит после храброго сопротивления на реке Утусь (Вид) в Нижней Мезии, после чего хуннская кавалерия двинулись в равнину реки Марга (Морава) и пошла далее на юг, через Фессалию до Фермопил". Эппин, ун чухне хальхи Морава юханшывне Марка тесе каланӑ иккен. Унсӑр пуҫне ҫакӑнта Марка ятлӑ хула та пулнӑ. Мӗншӗн ҫак ятсене илсе кӑтартатпӑр-ха эпир? Хальхи чӑваш мифологийӗнче Марка — чи сарӑлнӑ ятсенчен пӗри. Пирӗн Марка-Улӑп та пулнӑ. Халӗ те Чӑвашстанра Марка топоним питӗ сарӑлнӑ: Марка ҫырмисем те, Марка сӑрчӗсем те, Марка ялӗсем те пур. Ҫак пӗчӗк теслӗх те авалхи хунсемпе чӑвашсем хушшинче пӗрпеклӗх питӗ пысӑккине лайӑх кӑтартса та ӑнлантарса парать.
Пӗтӗм Балкан ҫурутравне ҫӗнсе илне хыҫҫӑн хунсем 448 ҫулта хӑйсен чаплӑ та мухтавлӑ патши Аттил ертсе пьнипе Хӗвеланӑҫ Европӑналла питӗ пысӑк поход пуҫласа яраҫҫӗ. Вӗсем Бургундине, франксем пурӑнакан ҫӗрсене ҫунтарса яраҫсӗ. Пӗтӗм Европа хунсем умӗнче чӗтресе тӑрать. "Турӑҫӑм чиртен-муртан хӑтар тата хунсен ҫӗмренӗнчен ҫӑлах!» кӗлтунӑ ҫынсем пӗтӗм Европӑпах ҫав ҫулсенче.
Ҫакна балкарсен паллӑ ученӑйе И.М. Мизиев та хӑйен "История Карачаево-балкарского народа..." тӗпчевӗнче палӑртать: "В придунайских степях, на территории бывшей Малой Скифии гунны образовали свое новое государство во главе с легендарным вождем Аттилой, имя которой ученые возводят к тюркскому слову "Ата" — отец, — ҫырать вӑл. — На протяжении всего V века Аттила вёл в Европе самую активную политику, удерживая под своей властью множество европейских племен и народов, и никто не мог ему перечить в решении сложных международных вопросах этого времени".
Аттил 453 ҫулта вилнӗ.
Хунсен аслӑ та чаплӑ патши кӗтмен ҫӗртен вилнӗ. Ҫавӑнпа пуль вӑл мӗнле вилни пирки тӗрлӗрен ҫырса хӑварнисем пур. Ҫавсене ӗненсе, И.М. Мизиев маларах асӑннӑ тӗпчевӗнче ҫапла ҫырать: «В престарелом возрасте Аттила женился на молодой красавице и умер в брачную ночь.» Анчах тӗрӗссипе вара паян куна ҫитсе те эпир ҫак чаплӑ та аслӑ патшан чӗри мӗншӗн тапма пӑрахнине пӗлейместпӗр.
«В 453 году умер вождь гуннов Аттила, наводивший ужас на всю Европу и прозванный "бич божий», — ҫырать Александр Горбовский хӑйӗн "Охотники за сокровищами" ятлӑ тӗпчевӗнче, Аттил ҫинчен асӑнса. Ҫак хайлава "Общество по изучению тайн и загадок земли" 1991 ҫулта "Серебро я золото, и каменья" ятлӑ кӗнекере пичетленӗ. — Его тело было помещено в золотой гроб, золотой гроб — в серебряный, а серебряный — в железный. Железный гроб вместе с несметными сокровищами был затем предан земле. Для того, чтобы место, где похоронен их вождь, осталось неизвестным, гунны также убили всех, кто участвовал в похоронах"
Аттил мӗнле вилнине кирлӗ таран пӗлсе ҫырса кӑтартни ҫук. Пурӗ ҫирӗм ҫул патшара ларнӑ, пӗтӗм тӗнчене кисретнӗ хунсен патши, питӗ пысӑк патшалӑх туса хунӑ. Анчах Аттил вилсенех ҫак патшалӑх саланса кайнӑ.
Ҫапах та, ӑҫта пытарнӑ-ши Аттила? Юлашки ҫулсенче пӗтӗм тӗнчери тӗпчевҫӗсем авалхи чаплӑ, никам ҫӗнтерейми ҫарпуҫ вилтӑприне тупас тесе нумай ӗҫлерӗҫ. Хальхи вӑхӑтра унӑн вилтӑприне шыракансем тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. Пӗрисем Аттила Паннони (хальхи Венгри) ҫеҫенхирне пытарнӑ, теҫҫӗ. Теприсем ӑна хальхи Воеводинӑри аслӑ уйра пытарнӑ, пулӗ, теҫҫӗ. "Его тело положили вместе с оружием и драгоценностями в позолоченный гроб, который поместили в серебряный. Все это, вместе взятое, заключили в массивный железный саркофаг," — ҫырса кӑтартнӑ ҫакӑн ҫинчен "Чудеса и приключения" журналӑн 1992 ҫулхи 4-5 номерӗнче. Ҫакӑнтах тата тепӗр тӗпчевҫӗсем Аттила "уложили на вечный покой в воинских доспехах на дно огромной ямы, место сравняли и засеяли травой, чтобы никто не смог его найти" тесе ҫыраҫҫӗ. Ҫак пысӑк кӳлӗ те Паннонире пулма пултарнине палӑртаҫҫӗ вӗсем.
Ҫӳлерех асӑннӑ "Чудеса и приключения" журналрах тата ҫапла ҫырни пур: "Археологи провели в районах Воеводины несколько полевых сезонов. Поиск вели среда курганов, возведенных в середине V века. Многие оказались абсолютно пустыми — без единого признака захоронения, что само по себе загадочно. Но вот под одним холмом с помощью геофизических приборов на большой глубине удалось определить солидную массу металла. Это может быть место захоронения Аттила, ни истину пояснит следующая экспедиция, снабженная бульдозерами и экскаваторами".
Аттил вилтӑприне тупни пӗтӗм тӗнче культуришӗн питӗ пысӑк ӗҫ пулӗччӗ. Эпир те, чӑвашсем, вара хамӑр истории чи паллӑ страницисенчен пӗрне тата та уҫҫӑнрах вуласа, иртнӗ кунсен ҫутине курса, мӗн кирлине чылайрах пӗлӗттӗмӗр.
Хунсем чаплӑ та пуян халӑх пулнӑ. Паян кун та Европӑра вӗсен ҫӗр айне пытарса хӑварнӑ ылттӑн-кӗмӗлне пин-пин ҫын шырать. Кун пирки маларах ассӑннӑ Александр Горбовский "Охотники за сокровищами" хайлавӗнче ҫапла ҫырать: «Сколько людей долгие годы безуспешно искали золото, спрятанное предводителем гуннов Аттилой. Но нашли его не они, а венгерская крестьянка всего несколько лет назад. Пася гусей, она стала разгребать клюкой землю и сухие листья, как вдруг из-под них что-то блеснуло. Это было ЗОЛОТО...»;
Ҫапла ҫер айне пытарнӑ вӗҫе-херрисӗр ылттан-кӗмӗлпе хунсем паян кун та хӑйсем ҫинчен хальхи ламсене аса илтереҫҫӗ.
Аттил арӑмӗпе ачисем пирки те кӑштах калас килет. Аттил арӑмне Хӗркке тесе чӗннӗ.
Приск Панийский, хунсем патӗнче элчӗ пулса пырса ҫӳресе, Хӗрккен керменне те ҫырса кӑтартнӑ. Хунсен патши арӑмӗ хӑйне уйрӑм керменпе пурӑннӑ, вӑл темиҫе хуралтан тӑнӑ: "... из коих одни были из красиво приложенных досок, покрытых резьбою, а другие - из тесанных и выскобленных до кремизны бревен, вставленных в деревянные круги: эти круги, начинаясь от земли, поднимались до умеренной высоты, — ҫырса кӑтартать В.В. Латышев "Известия древних писателей" кӗнекере авалхи чӑнлавсене тӗпе хурса. Хӗркке керменӗнче пиртен тӗртсе тунӑ пусмасем, тӗрӗллӗ тумсем, пӳйесем нумай пулнӑ. Хӗркке хӑй те питӗ ӑста тӗрлеме пӗлнӗ. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, питӗ хитре хӗрарӑм пулнӑ. Аттилӑн виҫӗ ывӑл пулнӑ. Аслӑ ывӑлӗн ячӗ — Эллак. Вӑл ашшӗ хыҫҫӑнах ҫӗре кӗрет. Хӗрккепе Аттилӑн ытти ывӑлӗсене Ирнак тата Тинӗс тесе чӗннӗ.
Аттил вилнӗ хыҫҫӑн тата Эллак ҫӗре кӗрсенех Ирнакпа Тинӗс хунсен упранса юлнӑ йӑхӗсемпе пӗрле малтан Дунай тӑрӑхне, кайран Азов таврашне куҫса килеҫҫӗ. Часах хунсен йӑхӗсем икӗ патшалӑх туса хураҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрне Ирнак, теприне Тинӗс ертсе пынӑ. Иордан хӑйӗн "О происхождении и деяниях готов" кӗнекинче ҫакӑн ҫинчен тӗплен ҫырса кӑтартать, хӑш патшалӑха мӗнле йӑхсем кӗнине те палӑртать.

9

Мӗн тенине пӗлтерет-ха пирӗн геройӑн ячӗ?
Аттил тенине Ҫӗршыв, Патшалӑх ашшӗ тесе ӑнлантарма пулать. Аттил арӑмӗ — Хӗркке, Хӗр сӑмах ӗлӗк-авал сӑлу, чиперкке пӗлтерӗшпе ҫӳренӗ пулас, эппин, ку вӑл чиперккене ачашласа каланинчен пулса кайнӑ ят теме май пур. Эллак пирки эпир маларах каланӑччӗ ӗнтӗ: Эллак — Ҫӗршыв, патшалӑх кӗрешӳҫи, Ирнак — Ирхи кӗрешӳҫе е малта Тӑракан кӗрешӳҫӗ. Тинӗс пурте пӗлекен сӑмах, Тинӗс — асар-писер аслӑ шыва усракан.
Куратпӑр ӗнтӗ, Аттил йӑхӗ-шывӗнчи кашни ҫын ячӗ чӑн чӑвашла. Унсӑр пуҫне Аттилӑн чаплӑ ҫарпуҫӗсемпе вайпучӗсен ячӗсем те упранса юлнӑ. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне В.Ф.Каховский хӑйӗн "Происхождение чувашского народа" кӗнекинче те илсе кӑтартать. Акӑ, илсе кӑтартар-ха: Аҫинтей, Аникисей, Самур, Самурса е Самӑрса тата ытти те. Йӑлтах чӑвашла. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех хальхи чӑвашсем авалхи хун-чӑвашсен тӳрӗрен-тӳрӗ тӑсӑмӗ иккенне питӗ лайӑх ҫирӗплетет.

Ӑнлантаркӑч

1. Эпир ҫав йӗркесене ун чухне пӑхмасӑр калама вӗреннӗччӗ. 1956 ҫулта Питрав Лисицынран ҫак "Аттилпа Кримкилте" эпоса ҫырса илнӗ хыҫҫӑн киле таврӑнсан, эпӗ ҫак пӑхмасӑр калама вӗреннӗ йӗркесене илсе хут ҫине ҫырса хунӑ. Акӑ вӑл:

Аттилпа Кримкилте
Авалхи чӑвашсен кӑссайӗ
Аттил ҫинчен эпир пӗлетпӗр,
Аттил пит чаплӑ ҫынччӗ тетпӗр,
Чӑваш патши вал, элтепер.
Чӑвашлӑха упранӑ вӑл чипер.
Вӑл паттӑр пулнӑ,
Пурнӑҫа юратнӑ,
Чӑвашсене тата ытла юратнӑ.
Чипер хӗрсем ӑна куҫ хывнӑ,
Тен, ҫакӑ Аттила упранӑ.
Пӗрремӗш страница

Ытла чипер эс, Кримкилте.
Сан пеккине курманччӗ ку тӗлте.
Куллу — хӗвел кулли,
Икӗ куҫу — ик ҫӑлтӑр,
Хура вӑрман — куҫхаршисем
Асамлӑха чӗнеҫ вӗсем.
Ҫӳҫӳ — ҫеҫенхирти кӑлкан;
Сана курсан чунра аван.
Ҫапах та мӗншӗн Аттила
Кӗтсе илетӗн тӑшманла?
Аттил сана савать,
Аттил санпа ҫеҫ пурӑнать.
Кӗтмен ҫӗртен ун чӗрине.
Вырнаҫрӑн эсӗ ҫуркунне...
Иккӗмӗш страница

2. 1956 ҫулта, Пединститутра вӗреннӗ чухне, ҫуллахи каникулта эпӗ Ӑста Наҫтук асаннерен "Ылттӑнпик" тата "Ҫичӗ пике-элтти" авалхи эпоссене ҫырса илтӗм.
Ку эпоссем чи малтан Пӗтӗм чӑвашсен обществӑпа культура центрӗ (ЧОКЦ) кӑларса тӑракан "Вучах" хаҫатра пичетленнӗ. Малтан — "Ҫичӗ пике-элтти", 1992 ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсен 41 (88) - 44 (91) номерсенче, 1993 ҫулхи пуш тата ака уйахӗсенче, 13 (105) -17 (109) номерсенче вара "Ылттӑнпик". 1992 ҫулта вара "Вучах" библиотекин 11-12 номерӗсене пӗрлештерсе "Ҫичӗ пике-элтти" уйрӑм кӗнекен кӑлартӑмӑр. "Ылттӑнпик" вара 1993-мӗш ҫулхине "Пике" журнал библиотекин 5-мӗш номерӗнче уйрӑм кӗнекен ҫапӑнса тухрӗ.
3. Кашни йӑхӑн хӑйӗн кӑссайӗсем. Кӑссай — сӑмах тӗллӗн упранакан вӑрӑм хайлав, ытларах — сӑвӑлла хайлав. Ӗлӗк-авал, кашни халӑх пекех, пӑлхар-чӑвашсем (хунсем) тӗрлӗ йӑхсем ҫине пайланнӑ. Упи тата Шӑмӑршӑ чӑнласах та йӑх ячӗсем. Кашни йӑх ҫав кӑссайсенче хӑйсен чи чаплӑ, вилӗмсӗр паттӑрсен ячӗсене, вӗсен ырӑ ӗҫӗсене упрама тӑрӑшнӑ.
4. Ҫавӑнпа Упи кӑссайесене пӗлсе ҫырса илес тени питӗ лайӑх япала. Ахӑртнех, чӑнласах та, "Аттилпа Кримкилте" Упи йӑхӗн вилӗмсӗр кӑссайӗ пулас. Эппин, Аттил хӑй те ҫак йӑхӑн аслӑ та чаплӑ ҫынни тесе калама та пулать.
5. Филипп Ильдарович мала хай тахҫан-тахҫан Хурапха ялӗнче Миттӳхха ятлӑ юмах ӑстинчен илтнӗ хайлава каласа пачӗ. Ҫав хайлава пӗтӗмпех илсе кӑтартатӑп.
"Елӗк-авал пире чӑвашсене хун, каярахпа пӑлхар тесе каланӑ. Хунсем тесе каланӑ тапхӑрта вара пирӗн аслӑ та чаплӑ патша пулнӑ. Унӑн икӗ ывӑлӗ пулнӑ, пӗрне Аттил, теприне Палат тесе чӗннӗ. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн Аттилпа Палат иккӗшӗ пӗрле хунсен патшисем тата элтеперӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Аттил питӗ вӑйлӑ, ҫивӗч ӑслӑ пулнӑ. Палат чирлӗрех, вӑрҫӑ-харшӑ таврашне юратман ҫын пулнӑ. Ҫавӑнпа хунсене ертсе пыраканӗ Аттил пулать. Вӑл ертсе пынипе хунсем таҫта та ҫитеҫҫӗ, темле тӑшмансене те ҫӗнтереҫҫӗ.
Кашни чаплӑ ҫыннӑн кӗвӗҫекенӗсем темӗн чухлех. Аттилӑн та кӗвӗҫекенӗсем пулнӑ. Вӗсем ӑна ялан ура хума, вӑрҫӑ ӗҫӗнче чӑрмантарма тӑрӑшнӑ. Анчах вӗсен ӗҫӗ нихӑҫан та ӑнман... Пӗррехинче Палат шыва путса вилет. Ҫав кӗвӗҫекенсем вара Аттила хӑй шӑллӗне вӗлернӗ тесе элеклеме пӑхаҫҫӗ. Аттил ҫавӑншӑн питӗ куляннӑ. Вӑл, хурланса, ҫапла юрланӑ:

Элек, элек тееҫҫӗ,
Элек хура тееҫҫӗ.
Чӑн та хура пулмалла,
Ытла тискер пулмалла.

Ҫӗнме пулать элекҫе,
Ҫӗлесе питне кӗҫҫе.
Элеке ҫӗнтерме ҫук,
Унран тарса кайма ҫук.

Аттилӑн питӗ ҫывӑх тусӗ пулнӑ, ӑна Айтаман тесе чӗннӗ. Айтаманпа калаҫса кӑна вара Аттил чунне пусарнӑ.
Пӗр хаяр ҫапӑҫура Аттил чухасем текен хӑйӗн тӑшманӗсене ҫӗнтерет. Ҫав ҫапӑҫура Айтаман та чапа тухать. Вӑл чухасен патшин хӗрне тыткӑна илет. Патша херӗ питӗ чипер пулнӑ. Ӑна Кримкилте тесе чӗннӗ. Аттил вара ҫав Кримкилтене вилес пек юратса пӑрахать. Вӑл хӑйӗн арӑмне те, ачисене те манса каять.
Аттил арӑмне Хӗркке тесе чӗннӗ. Хӗркке ытарайми хитре кӑна мар, питӗ ӑслӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл хунсене питӗ юратнӑ, упӑшки чӑмӑртанӑ патшалӑха упраса хӑварма тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа ӑна пурте халӑхшӑн тӑрӑшакан амӑшӗ тенӗ. Вӑл ялан упӑшкине усал ӗҫсем тума чарас тесе тӑрӑшнӑ, ывӑлӗсене те пӗр-пӗрне юратма, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗрентнӗ.
Паллах, Аттил ҫапла ямахат туйӑмне манса чухасен хӗрне Кримкилтене юратса пӑрахни Хӗрккене питӗ кулянтарнӑ. Анчах вӑл упӑшкине чарма пултарайман. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Аттил Хӗрккене уйӑрмасӑрах тепре авланма, Кримкилтене качча илме шутланӑ.
Анчах Кримкилте ӑна юратман.
Аттила ку пӗрре те чарсах тӑман. Вӑл темле тӗрлӗ тӑрӑшса Кримкилтене хай майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшать. Юлашкинчен вара Кримкилтен хунсен патшин арӑмӗ пулма килӗшмеллех пулса тухать.
Аттил ҫакӑн пек шутланӑ. Тӗрӗссипе вара Кримкилте Аттила та, хунсене те хӑйсен халӑхне ҫӗнтернӗшӗн, ӑна чурара усранӑшӑн тавӑрма шутланӑ. Вӑл Айтамана хӑй майлӑ ҫавӑрать, ӑна юратап тесе илӗртет. Айтаман вара, ҫак чиперккешӗн пӗтӗм этем тивӗҫне манса, хӑй патшине сутать, Кримкилтепе пӗрле таҫта аякри ҫӗре тарса кайма калаҫса татӑлать.
Вӗсем Кримкилтепе питӗ лайӑх калаҫса татӑлаҫҫӗ. Кримкилте туй пулнӑ каҫхине Аттила ӗҫтерсе ӳсертет те Айтаман патне пырать. Унччен вӗсем ниепле те тарса кайма пултарайман, мӗншӗн тесен Аттил яланах Кримкилтене хӑйпе илсе ҫӳренӗ.
Айтаманӑн хӑй килӗнче икӗ урхамах йӗнерлесе тытса тӑмалла пулнӑ. Вӗсен Кримкилтепе ҫав урхамахсемпе тарса каймалла пулнӑ.
Часах туй пулмалли вӑхӑт ҫитет. Аттил хӑйӗн пулас арӑмне питӗ хитре тӑхӑнтартать. Вара туй пуҫлать. Еҫсе-сисен хӑнасем пурте туйра савӑнса ташласа-юрласан, ҫӗнӗ ҫынсене пиллемелли вӑхӑт ҫитет. Ҫакӑн умӗн Кримкилте хӑй патне кӗрсе ҫулҫӳремелли тум тӑхӑнса тухать.
— Мӗншӗн эсӗ ҫула пуҫтарӑннӑ чухнехи пек тумланатӑн? — тӗлӗнсе ыйтнӑ Аттил хӑйӗн пулас арӑмӗнчен.
— Пӗчӗк вӑрттӑнлӑх. Иксӗмӗре пилленӗ чухне ҫеҫ калатӑп, — тенӗ хӗр. — Атя, часрах пиллеччӗр пире.
Аттилпа Кримкилтене часах юнашар тӑратса хунсен шурсухал-карчӑкӗсем пиллеме тытӑннӑ. Кримкилте вара Аттила хӑлхинчен пӑшӑлтатса каланӑ:
— Эпӗ сана юратмастӑп. Эпӗ нихҫан та санӑн арӑму пулмастӑп. Эпӗ Айтамана юрататӑп. Эпӗ тахҫанах ӗнтӗ унӑн арӑмӗ пулнӑ. Унран ача кӗтетӗп...
Ҫак сӑмахсене илтсен, Аттилӑн куҫӗ-пуҫӗ чарӑлса кайнӑ. Вӑл тем каласшӑн пулнӑ. Анчах сывлӑш ҫитми пулнӑ. Юлашкинчен хайхискер вара ҫӗре тӗшӗрӗлсе аннӑ та вилсе выртнӑ...
6. Ун чухне пӳлӗмре мана хирӗҫ тепӗр наука сотрудникӗ П.П.Юркин ларатчӗ. Вӑл 1905 ҫулта хальхи Чӑвашстана кӑрекен Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Мускаври 2-мӗш патшалӑх университетне (хальхи Ленин ячӗллӗ педагогика институчӗ) пӗтернӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Тӗне хирӗҫ музейре ӗҫленӗ, Тӑваньене тӗпчекенсен ушкӑнӗнче пулнӑ. 1941 ҫулта репрессине лекнӗ, тӗрмере, ссылкӑра пулнӑ. 1956 ҫулта ссылкӑран таврӑнсан Литература музейне йӗркелес ӗҫе ертсе пынӑ, унӑн заведуюшийӗ пулнӑ.
7. Вӑл час-часах хӑй тӗрмере Нестер Янкаспа ларнине каласа паратчӗ. Нестер Янкас — паллӑ чӑваш поэчӗ, 1909-1942 ҫулсенче пурӑннӑ, хальхи Чӑвашстана кӗрекен Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1941 ҫулта Л.Агаков, А.Эсхель тата Х.Уяр писательсем вӑрттӑн элекленипе ӑна нимӗҫ фашисчӗсен шпионӗ тата халӑх ташманӗ тесе айӑплаҫҫӗ. Ҫак ӗҫ чаваш литератури историйӗнче чи трагедилле самантсенчен пӗри, КГБ хӑйӗн вӑрттӑн агенчӗсене те, чухӑҫисене (доносчик) те ялан пытарса усранӑ.
Янкаса айӑпланӑ чухне вара тынӑ (свидетель) пулма чухӑҫӑсене чӗнмен, поэтӑн ҫывӑх юлташне С. Шавлие илсе пынӑ. С.Шавли вара хӑйӗн юлташне пӗтӗмпех сутнӑ, тем- тем каласа айӑпланӑ. Каярахпа, культ саманине пӗтерсессен, Н. Янкаса пӗтернӗ текен сӑмаха хӑй ҫинчен сирес тесе Л.Агаков КГБӑна ҫыру ҫырса, ҫак суд чӑнлавӗсене туптарать. Ун тӑрӑх С. Шавлие пӗтерме, ним юлмиех таптама тӑрӑшать.
Стихван Шавли каярахпа — Чӑваш халӑх поэчӗ, вӑл 1910-1976 ҫулсенче пурӑннӑ.
8. Паллӑ чӑваш поэчӗ хӑй инкекӗшӗн Леонид Агаковпа Аркадий Эсхеле тата Хветӗр У яра епле ылханнине... Леонид Агаков — чӑваш писателӗ, 1910-1977 ҫулсенче пурӑннӑ. Аркадий Эсхель — драматург, поэт, очеркист, чылай ҫул хушӑ Чӑваш писателӗсен Союзне ертсе пынӑ, 1914-1992 ҫулсенче пурӑннӑ. Хветер Уяр — прозаик, 1914 ҫулта ҫуралнӑ. П.П.Юркин каласа панӑ тӑрӑх, Нестер Янкас тӗрмере чухне сӑмах вӗҫҫӗн "Хура ылхан" ятлӑ поэма хайланӑ. Поэмин хӑншӗр йӗркисене эпӗ П.П.Юркинран ҫырса илнӗ.
Ҫӗр ячӗпе — хура ылхан,
Шыв ячӗпе — хура ылхан,
Вут ячӗпе хура ылхан,
Виҫ тӑшмана хура ылхан.
Агакова — хура ылхан,
Пырса ҫапайтӑрччӗ паян.
Хура ылханӑм — Эсхеле,
Выҫ кашкӑрла ун пӗтмелле.
Хура ылханӑм Уяра,
Тертлентӗрччӗ вӑл тамӑкра.
Мана элеклесе эсир
Чапа тухасшӑн пултӑр-ши!?
Чӑваш вӑрманӗ сем ҫӗрле
Ылхан-ха манпала пӗрле!
Шыв-шур, ылхан,
Ҫаран, ылхан,
Ан пултӑр ҫӗр ҫинче тӑшман!..

9. Пӗррехинче музей директорӗнчен С. Хаймуллинран... С.Н.Хаймуллин 1928 ҫулта, хальхи Чӑвашстанри Вӑрмар районне кӗрекен Ҫӗн Кавал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Истори наукисен кандидачӗ.
10. 1972 ҫулта эпӗ Мускавра пурӑнакан чӑваш ҫыннипе Г.М. Ломоносовпа паллашрӑм. Георгий Михайлович Ломоносов — паллӑ юрист, Мускавра пурӑннӑ.
11. 1993 ҫулта... Педагогика наукисен кандидачӗ, ӑста критик тата литературовед П.П.Матвеев... П.П.Матвеев — 1937-1995 ҫулсенче пурӑннӑ, хальхи Чӑвашстанри Шупашкар районне кӗрекен Иккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. "Аттилпа Марка-улӑп" ятлӑ халӑх хайлавне Шупашкар район хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ чухне ҫырса илнӗ.
12. Роза Шевлели писатель те... Р.И.Шевлепи 1935 ҫулта Чӑвашстанри Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫатра ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ чӑваш писателӗсен Союзӗн правлени председателей ҫумӗ тата Раҫҫей литфончӗн Чӑваш уйрӑмӗн ертӳҫи пулса ӗҫлет.
13. Аттилӑн виҫӗ ывӑл пулнӑ.
Венгри столицинче, Будапештра, Наци галерейи пур. Унта Венгр художникӗсен чи чаплӑ ӳкерчӗкӗсене пуҫтарнӑ. Вӗсен хушшинче Мор Тан художникӗн "Аттил ӗҫки-ҫики" ятлӑ пысӑк ӳкерчӗк пур.
Мор Тан 1828-1899 ҫулсенче пурӑннӑ художник. Хӑйӗн "Аттил ӗҫки-ҫики" ӳкерчӗкне вӑл историлле тӗпчевсем тӑрӑх ҫырнӑ. Хунсен мухтавлӑ патшин чаплӑ та пысӑк керменӗ. Астул (престол) ҫинче — Аттил, вӑл пуҫне корона тӑхӑннӑ, хӑй патне пынӑ юрӑҫӑсене итлет. Ҫивчӗ куҫлӑ вӑйпитти арҫын вӑл, халь тесен халь сиксе тӑрса хӑйӗн никам ҫӗнейми ҫарӗсене тӑшмансем ҫине ертсе кайма хатӗр... Аттилпа юнашар —ҫӑлтӑр куҫлӑ яш каччӑ. Ку вӑл хунсен патшин юратнӑ ывӑлӗ — Ирнак. Аттилӑн кӑнар-тиккийӗ (наследный принц) сылтӑмра, юрӑҫсен хыҫӗнче, тарӑн шухӑша кайса итлесе ларать. Историре паллӑ: ӑна Эллак тесе чӗнеҫҫӗ.
"Ак" сӑмаха Аттил питӗ юратнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ ике ывӑлӗ унӑн кӗрешӳҫӗсем — Эллак тата Ирнак.
Кӗрешӳҫӗ сӑмахран тӑракан ятсем чӑваш аслашшӗсен те, мӑн аслашшӗсен те нумай пулнӑ. Акӑ, сӑкӑтсен легендарлӑ патши те Урак.
Аттилӑн юратнӑ ывӑлӗ Эллак хӑҫан ҫурални паллӑ мар. Эллак ятне чӑнлавсенче эпир 448 ҫулта куратпӑр. В.В.Латьшев хӑйен "Известия древних писателей" кӗнекинче хунсен мухтавлӑ патши Аттил 448 ҫулта Эллак ывӑлне акацирсен ханӗ туса хунине каланӑ. Акацирсем тесе ун чухне Тухӑҫьен хунсене каланӑ, вӗсем Ҫурҫӗр Кавказ ҫеҫенхирӗсенче пурӑннӑ.
Кун пирки М.И.Артамонов хӑйӗн "История хазар" кӗнекинче те ҫырать: "Часть изменившихся акацирских вождей была перебита, других заставили покориться. Хотя Куридах уцелел и остался во главе своего племени, начальником над акацирами и другими причерноморскими племенами Аттила поставил в 448г. своего старшего сына Эллака".
Аттил 453 ҫулта кӗтмен ҫӗртен вилнине ҫырнӑччӗ ӗнтӗ эпир, Эллакӑн патшара ларасси йӗркеллӗ пулман. Пӗрисем ҫырнӑ тӑрӑх вӑл ашшӗнчен те малтан, теприсем каланӑ тӑрӑх ашшӗпе пӗр вӑхӑталла ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ. М.И.Артамонов "История хазар" кӗнекинче Эллак шӑп та лӑп ҫак Недао патӗнчи ҫапӑҫура вилнӗ тесе ҫырать. Кӑнар-тикки Ирнак вара хӑйсене пӑхӑнса тӑракан йӑхсемпе Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчи ҫеҫенхирсене чакса каяҫҫӗ. Вӗсем Паннонири готсене пӑхӑнтарасшӑн пулаҫҫӗ. Анчах готсем те вӗсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вара хунсем Днепр еннелле куҫса каяҫҫӗ. Иордан кун пирки ҫапла ҫырать: "Направились в ту часть Скифии, вдоль которой текут струи реки Данапра (Днепра), гунны называют ее на своем языке Вар." Вар — чӑваш самахех. Хунсем куҫса пынӑ май акацирсем Дон урлӑ каҫса Атӑл еннелле каяҫҫӗ.
Пӗр сӑмахпа каласассӑн, хунсен йӑхӗсемпе ӑрӑвӗсем хӑйсене питӗ килӗшнӗ, хӑйсен аслашшӗсемпе ашшесем кӑмӑлласах пурӑннӑ ҫурҫӗр Кавказпа Азов тинӗсӗ таврашнелле таврӑнма тытӑнаҫҫӗ, Паллах, ку вӑхӑтра ҫав тавра пушӑ пулнӑ тесе калама май ҫук, унта хун-чӑвашсен анӑҫалла кайман тӑхӑмӗсемех пурӑннӑ. Вӗсем анӑҫран каялла килекен хун-чӑвашсем пекех калаҫнӑ, пӗр йӑла-йӗркепех пурӑннӑ. Ҫавӑнпа ку тӑрӑхра пурӑнакан хун-чӑвашсем Аттил вилнӗ хыҫҫӑн каялла килекен хун-чӑвашсене ырӑпах кӗтсе илнӗ.
Ирнак хӑй ертсе пыракан йӑхсемпе тата ӑрусемпе мальеннерех, Каспи тинӗсӗпе аслӑ Атӑл еннерех вырнаҫать. Тинӗс вара Азов тинӗсӗпе Днепр тӑрӑхӗнче пурӑнма тытӑннӑ тесе шутлама май пур.
Кӑшт вӑхӑт иртсен, Тинӗс каллех хӑй пӗчченех готсене тапӑнать, анчах ҫӗнтереймест. Кун пирки, М.И. Артамонов "История хазар" кӗнекере те ҫырать.
468 ҫулта Тинӗс Висанти империйӗпе пӗр чӗлхе тупас тет. Вӑл Константинополе элчӗсем ярать, суту-илӳ тума ирӗк ыйтать. Анчах ромейсем вӑйсӑрланса пыракан хунсемпе килӗшӳ тӑвасшӑн пулмаҫҫӗ. Тинӗсе ҫакӑ питӗ вӑйлӑ тарӑхтарать. Вӑл ҫав ҫулхинех ромейсене хирӗҫ хаяр вӑрҫӑ пуҫласа ярать.
Висанти патшалӑхӗ ку вӑхӑтра ҫирӗпленсе-вӑйлӑлансах пынӑ. Ромейсен Анагаст ятлӑ ҫарпуҫӗ пысӑк ҫарпа хунсене хирӗҫ каять. Тинӗс васкасах хӑйӗн шӑллӗ Ирнак патне элчӗсем ярать, хунсен вӑйӗсене пӗрлештерме ыйтать. Анчах Ирнак Тинӗсе пулӑшаймасть. Вӑл, Тинӗсрен мальеннерех пурӑнаканскер, Дон леш енчен тапӑнса килекен сарӑкӑрсемпе килӗшӳ туса, пиччӗшне пулӑшма каясшӑн пулать. Анчах ӗлкӗреймест. 469 ҫулта хунсемпе ромейсем хушшинче хаяр ҫапӑҫу пулса иртет. Ромейсем ҫӗнтереҫҫӗ. Анагаст нукерӗсем Тинӗсе вӗлереҫҫӗ те ун пуҫне касса сӑнӑ ҫине тӑхӑнтартаҫсӗ, Константинополе илсе каяҫҫӗ.
Куратпӑр ӗнтӗ, Аттил вилнӗ хыҫҫӑн 15 ҫул иртсен аслӑ та чаплӑ патшан виҫӗ ывӑлӗнчен пӗри ҫеҫ тӑрса юлать — Ирнак.
Ирнак чӑнах та Аттилӑн юратнӑ ывӑлӗ пулнӑ. Мор художник та ҫакна пӗлнӗ, ахальтен мар ӗнтӗ вӑл хӑйӗн "Аттил ӗҫки-ҫики" ӳкерчӗкӗнче Эллака мар, Ирнака ашшӗпе юнашар лартать. Паллӑ тӗпчевҫӗ М.И.Артамонов та ҫакна ҫирӗплетет: "Многие ученые полагают, что болгары, оказавшиеся беспокойными соседями Восточно-Римской империи на Дунае, представляют собой одно из подразделений гуннов, после распадения державы Аттилы поселившиеся в Малой Скифии, т. е. в степи северо-западного Причерноморья, между Дунаем и Днестром, под начальством любимого сына Аттилы Ирнака", — ҫырать вӑл хӑйӗн питӗ паллӑ "История хазар" кӗнекинче.
Ирнак чӑнласах та хӑйне тӑрӑн (наместник) е турхан (тӑрӑх ханӗ) тесе мар, пӗтӗм Аслӑ Хунстанӑн патши тесе пӗлтернӗ пулас. Ахальтен мар ӗнтӗ "Именник болгарских ханов" текен кӗнекере эпир Ирнак Аттил хыҫҫӑн унӑн ӗҫне тӑсаканӗ тесе ҫырнине (Ирнак, преемник Авитохла) вулатпӑр. Авитохла — Аттил, анӑҫри хӑш-пӗр йӑхсем ӑна ҫапла чӗннӗ.
Ирнак мӗн пултарнӑ таран пӗр юнлӑ хунсен мӗнпур йӑхӗсене каллех пӗрлештерес тесе питӗ хастар кӗрешнӗ, анчах ку ӗҫ кӑлӑхах пулнӑ.
Ирнак хӑҫан тата ӑҫта вилни паллӑ мар.
Ирнак вилнӗ хыҫҫӑн сарӑкӑрсем вара историн аслӑ ҫулӗнчен ҫухалма тытӑнаҫҫӗ. "Возглавляемый ими союз распался," — ҫырать кун пирки М.И.Артамонов, — и входящие в него племена в дальнейшем выступают в других комбинациях и под другим лидерством. Возможно, это крушение сарагурского союза связано с вторжением савар, которые, вытеснив их вместе с оногурами и другими племенами из Западной Сибири и Южного Приуралья, сами вслед за ними явились в степи Северного Предкавказья..."


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 18:38:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5443 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем